Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.5 °C
Свобода - это когда не нужно выбирать.
(В. Соловьев)
 

Учёба — Вĕренӳ (ГД ИЧЯ)

    I. Шкул (вăтам шкул «средняя школа», аслă шкул «вуз»), техникум, колледж (педагогика колледжĕ), институт, факультет, курс, семестр, специальность (инженер специальноçĕ);
    класс (аслă классем «старшие классы», кĕçĕн классем «младшие классы»), аудитори, коридор, зал (вулав залĕ «читальный зал»), урок, заняти, лекци, учитель, преподаватель, студент, заведующи (кафедра заведующийĕ), лаборант;
    авторучка, доска, журнал, линейка, портфель, пенал, словарь, таблица, сумка, указка.
    II. Бумага — хут (чистая бумага — таса хут); газета — хаçат;
    звонок — шăнкăрав (шăнкăрав пулчĕ — был звонок, раздался звонок);
    карандаш — кăранташ (хут-кăранташ «канцтовары»);
    карта — карттă (географи картти, политика картти);
    книга — кĕнеке (кĕнекеçĕ «книжник», «книгочей»);
    мел — пурă;
    перемена, перерыв — тăхтав (или: кану);
    писать — çыр (çыру çыр — писать письмо);
    решать, считать — шутла (задача шутла — решать задачу);
    учить (в значении «передавать знания, преподавать») — вĕрент; учить чувашскому языку — чăваш чĕлхине вĕрент; учить детей — ачасене вĕрент;
    учить (в значении «усваивать, запоминать») — вĕрен; учить стихотворение — сăвă вĕрен; учить иностранные языки — ют чĕлхесене вĕрен;
    учиться — вĕрен;
    учиться писать — çырма вĕрен;
    учиться читать — вулама вĕрен;
    учиться в школе — шкулта вĕрен;
    учиться в училище — училищĕре вĕрен;
    учеба — вĕренӳ;
    учащийся (ученик, ученица) — вĕренекен;
    учитель — вĕрентекен (или: учитель).
    III.
    Шкула çӳреме пуçларĕ. — Начал ходить в шкшгу (приступил к занятиям в школе).
    Тăрăшса (лайăх, япăх) вĕренет. — Учится старательно (хорошо, плохо).
    Нумай (сахал) пĕлет пулас — Кажется, знает много (мало).
    Техникума кĕчĕ. — Поступил в техникум (букв. «вошел в техникум»).
    Мана акăлчан (нимĕç) чĕлхи килĕшет. — Мне нравится английский (немецкий) язык.
    Кĕме юрать-и? — Можно войти?
    Тухма юрать-и? — Можно выйти?

Диалог (Калаçу)

    — Эсĕ ăçта вĕренен (или: вĕренетĕн)?
    — Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеп (или: вĕренетĕп).
    — Хăш факультетра вĕрене(тĕ)н?
    — Экономика факультетĕнче.
    — Унта миçе çул вĕренмелле?
    — Пилĕк çул.
    — Эсĕ миçемĕш курсра?
    — Эпĕ пĕрремĕш курсра.
    — Сирĕн паян мĕнле занятисем пулаççĕ?
    — Менеджмент никĕсĕ, маркетинг тата чăваш чĕлхи.
    — Сире менеджмент никĕсне кам вĕрентет?
    — Порфирьев доцент.

На досуге — пушă вăхăтра

    — Пушă вăхăтра эсĕ мĕн тăватăн? (Как ты проводишь свободное время?)
    — Кĕнеке (хаçат-журнал) вулатăп;
    — телевизор (видеофильм) пăхатăп;
    — радио (музыка) итлетĕп;
    — кинона (театра, хăнана) çӳретĕп;
    — аннене (ачасене) пулăшатăп;
    — конькипе (йĕлтĕрпе, велосипедпа) ярăнатăп;
    — спорт секцине (ташă кружокне, парикмахерсен курсне) çӳретĕп;
    — тĕрлетĕп, çыхатăп, сăвă çыратăп, ăна-кăна (кое-что) ăсталатăп;
    — ют чĕлхесем (француз чĕлхи) вĕренетĕп;
    — шахматла (шашкăлла, доминолла) вылятăп;
    — ачасемпе (кушак çурипе, компьютерпа) вылятăп;
    — йытта уçăлма илсе тухатăп;
    — попугая калаçма вĕрентетĕп;
    — фотографипе (филателипе, культуризмпа, шейпингпа) аппаланатăп;
    — компьютерпа ĕçлеме (машинкăпа пичетлеме) хăнăхатăп;
    — кроссвордсем тупма (шахмат задачисем шутлама) кăмăллатăп;
    — манăн пушă вăхăт çук.
    
    Аппалан — заниматься; ăстала — мастерить; кăмăлла — предпочитать; хăнăх — привыкать.

Юмор (Шӳтсем)

    Петя пĕрремĕш класа çӳреме пуçларĕ.
    — Кала-ха, Петя, сана шкулта килĕшрĕ-и?
    — Питĕ килĕшрĕ!
    — Уйрăмах мĕн килĕшрĕ?
    — Тăхтав!
    — Вĕрентекен килĕшрĕ-и тата?
    — Çук, учитель килĕшмерĕ.
    — Мĕншĕн килĕшмерĕ-ха?
    — Хăй сахал пĕлет пулас, яланах пирĕнтен ыйтать.
     * * *
    Вĕрентекен:
    — Иванов, мĕншĕн кая юлтăн?
    — Вăрăсем тапăнчĕç.
    — Ай-уй, мĕн вăрласа кайрĕç вара?
    — Килти ĕç тетрадьне.

Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)

    Вĕренни çăкăр ыйтмасть.
    Вĕрентекен пур чух вĕренсе юл.
    Вĕрентсен, упа та ташлама вĕренет.

 
 
Ссылка статьи :: Версия для печати

Последние изменения внес Admin (2008-10-18 17:38:30). Просмотрено: 4744.
Orphus

Баннеры

Счетчики